Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрÿ тапхăра - шанчăклă техникăпа

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттересси техникăран нумай килет. Çавна тĕпе хурса халĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем таркторсене, прицепсене, ял хуçалăх машинисене юсаса ĕçе хатĕрлеççĕ.

Хĕрÿ тапхăра пĕтĕмпе 239 единица техника хутшăнмалла, çав шутран тракторсем - 119, прицепсем - 68. Вĕсене çывăх вăхăтра пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Паянхи куна илсен, ĕçсем япăх мар пынине палăртмалла. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх, «Алмаз», «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăсем, В. Журавлев, С. Волков, Э. Лебедев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем ака-сухана хутшăнакан техникăна тĕрĕслеттерчĕç те ĕнтĕ.

С. Волков, Э. Лебедев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем пирки те çавнах каламалла. Техника, тĕпрен илсен, çĕнĕ, юсавлă. В. Журавлев хресчен-фермер, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те трактор-машинăсене йĕркеллĕ тытаççĕ, техникăна хĕрÿ тапхăра хутшăнма япăх мар хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах механизаторсем çитменни палăрать.

Уйрăм çынсенчен те хĕрÿ тапхăр, паллах, çирĕп ыйтать. Вĕсен аллинче 438 единица техника, çав шутран прицепсем - 154. Ку таранччен 67 единица техникăна тĕрĕсленĕ. Çавăн чухне хăш-пĕр çитменлĕхсем те палăрчĕç. Тракторсен руль, электрооборудовани тытăмĕсем йĕркеллех марри курăнчĕ, çавăн пекех прицепсен тормоз тытăмĕ те кирлĕ пек мар.

Кашни единица шутра, юсавлă пултăр. Техника тĕрĕслевне хăçан ирттерессипе ятарласа график хатĕр-ленĕ, ăна вырăнсене çитернĕ. Кашни ял тăрăхĕнче мĕн чухлĕ техника пулнине те шута илнĕ. Элĕк ял тăрăхĕпе илсен, сăмахран, регистрациленĕ техника 155 единица, Мăн Вылăра - 64, Ехремкассинче - 91, Йăлкăшра - 45, Крымсарайккăра - 32, Питĕшкассинче - 30, Ураскилтре - 40, Тавăтра - 88, Тенире - 62, Чăваш Сурăмĕнче - 99, Шĕмшешре - 122, Юнтапа ял тăрăхĕнче 70 единица шутланать.

Константин МАЙОРОВ,

районти гостехнадзор инспекцийĕн аслă инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 апреля 2016
09:39
Поделиться
;