Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса йыхравлатпăр

Пултаруллă та маттур çынсене тупса палăртас, вĕсен ăсталăхне малалла аталантарас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕллевпе апрелĕн 15-мĕшĕнче Элĕкри культура çуртĕнче «Играй, гармонь!» конкурс иртет.

Конкурса хутшăнакансен икĕ композиципе сцена çине тухмалла пулать: кĕвĕ-çемĕ каламалла тата халăх юррине шăрантармалла. Вĕсен пултарулăхне Мускаври «Русская гармонь» центр директорĕ Александр Ганичев тата унăн ушкăнĕ, район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Л. Семенова, Элĕкри культура çурчĕн хормейстерĕ В. Терентьев тата А. Якимов сасă режиссерĕ хак парĕç. Савăнăçлă мероприяти 18 сехетре пуçланать.

Иван НИКИФОРОВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 апреля 2016
09:38
Поделиться
;