Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Урамсене хăтлăх кĕртер

Район территорийĕнче апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 31-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ иртет. Ĕçе йĕркелесе пыма ятарлă комисси туса хунă. Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, экономика, ял хуçалăх, строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Лидия Никитина.

Уйăхлăх вăхăтĕнче кил-çурт таврашĕсене, обществăлла вырăнсене, çăвасене тасатассипе тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăха, шкул ачисене, учрежденисемпе организацисен коллективĕсене пархатарлă ĕçе явăçтарма тивет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 апреля 2016
09:38
Поделиться
;