Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ

Çак кунсенче Юнтапа шкулĕнче истори тата обществознани вĕрентекенĕсен «Эпĕ урока каятăп» семинар иртрĕ. Унта педагогсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Кашниех урок сценарийĕсем тăрăх презентацисем хатĕрленĕ. Уйрăмах Элĕк, Юнтапа, Питĕшкасси, Ураскилт, Вутлан, Тени шкулĕн вĕрентекенĕсем хастарлăхпа палăрчĕç. Сăмахран, Элĕк шкулĕнчи Эдуард Волков Googl Talk программăпа хатĕрленĕ онлайн-урок пурне те килĕшрĕ.

Вĕрентекенсем федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе 5-мĕш классене вĕрентмелли темăсене те пăхса тухрĕç. Лиана Николаева, Ирина Волкова, Александра Николаева, Алевтина Лаврентьева ирттернĕ уроксем ăнăçлă пулнине палăртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 апреля 2016
08:45
Поделиться
;