Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальте палăрчĕ

2016 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче регионсен «Туслăх хĕлхемĕ» наци культурин фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Унăн программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс пулчĕ. Асăннă мероприятие Вутлан шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Александра Афанасьева хутшăнчĕ (вĕрентекенĕ - Алиса Николаевна Львова). Чăваш шкулĕн программипе ĕçлекен шкулсенчен 2-мĕш вырăна тухрĕ. Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать: район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 57 ача икĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Унта вĕсем юрларĕç, ташларĕç, харпăр хăй сăввисене вуларĕç.

Алина АНДРЕЕВА,

Вутлан шкулĕн вĕрентекенĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 апреля 2016
14:16
Поделиться
;