Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Борис Казакова асăнса

2016 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче районти «Хĕлхем» спорт комплексĕнче футзал енĕпе йăлана кĕнĕ уçă турнир иртнĕ. Ăна милици прапорщикне Борис Владимирович Казакова халалланă.

Борис Казаков - пирĕн ентеш, Улăх Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Шĕмшеш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, спортпа питĕ туслă пулнă. Чикĕ çарĕнче службăра тăнă хыççăн Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин отрядĕнче малалла çар тивĕçне тăсма шутланă. Ентешĕмĕр Дагестан хулинче задание пурнăçланă чухне пурнăçран уйрăлнă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Ăмăртусене ултă команда хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ - ОМОН сотрудникĕсен команди.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 апреля 2016
09:38
Поделиться
;