Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăвайт чĕртме юрамасть

Çу кунĕсем пуçланнăранпа хĕвел самаях сапалать хăйĕн ăшшине. Кун пек çанталăк вара çынсене уçă сывлăша йыхравлать тейĕн. Чылайăшĕ канăва усăллă та интереслĕ ирттерес тĕллевпе вăрмансене шашлăка тухать е ытти çĕрте кăвайт чĕртет. Çакă вара пушар тухас хăрушлăха ÿстерет. Инкекрен асăрхаттарас тата унран сыхланас тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ятарлă постановлени кăларнă. Унта апрелĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа районта пушар хăрушсăрлăхĕпе уйрăмах çирĕп йĕрке йышăннине палăртнă.

Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн кăвайтсем чĕртме, коммуналлă хытă каяшсене, çÿп-çап, çĕр лаптăкĕсем çинче, вăрмансем, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çывăхĕнче типĕ курăка çунтарма юрамасть.

Асăннă йĕркесене пăхăнманнисене РФ административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан Кодексăн 20.4-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттараççĕ. Граждансене 2-3 пин тенкĕ, ĕçлĕ çынсене 15-20 пин, юридици çыннисене 200-400 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Районта пушар хăрушсăрлăхĕпе уйрăмах çирĕп йĕрке пулнă тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те ку енĕпе хушма мерăсем йышăнмалла.

В.ПРОКОПЬЕВ,

Элĕкри пушар надзорĕн пайĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2016
15:33
Поделиться
;