Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Элĕк Енре ака кампанийĕ кулленех сарăлса пырать. Хĕрÿ тапхăрти ĕç-хĕле район ертÿçисем тимлĕ сăнаса тăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Анатолий Прохоровпа пĕрле май уйăхĕн малтанхи кунĕсенче «Алмаз», «Агрофирма «Рабия» обществăсенче, «Новый путь» хуçалăхра, Э. Лебедев, А. Харитонов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пулнă, ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.

Уй-хир ĕçĕсем «Алмаз», «Новый путь», «Авангард» хуçалăхсенче, С. Волков, В. Узянов, Ю. Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче уйрăмах кал-кал пыраççĕ. Майăн 5-мĕшĕ тĕлне илсен, çурхи тĕш тырă культурисене 2594 гектар (33 процент) акнă.

Кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарассипе тата сÿрелессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кăрхи культурăсене 1360 гектар апатлантарнă, 730 гектар сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 7080 гектар апатлантарнă, 3420 гектар сÿреленĕ. Çĕртме уйĕсенчи нÿрĕке 4720 гектар çинче сыхласа хăварнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2016
15:36
Поделиться
;