Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсем майăн 12-мĕшĕ тĕлне илсен, çурхи тĕш тырă культурисене 6102 гектар (78 процент) акнă.

«Алмаз», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, С. Волков, Ю. Никифоров, А. Петров, Г. Исаев, Г. Петриков, А. Григорьев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем тырă акса пĕтернĕ.

Çĕр улми 124 гектар (20 процент) лартнă. Ку енĕпе «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество малта пырать, «иккĕмĕш çăкăра» 60 гектар (50 процент) лартнă. С. Волков, В. Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

С. Волков хресчен-фермер пахча çимĕç 5 гектар, «Новый путь» хуçалăхра 50 гектар (22 процент) кукуруза акнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2016
09:21
Поделиться