Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Турă панă пултарулăх

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнерĕн музей комплексĕнче пирĕн ентешĕн - Тури Хурасан ялĕнче çуралса ÿснĕ Станислав Вороновăн ятарлă куравĕ уçăлнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова хутшăннă.

Станислав Кириллович хăнасене куравпа паллаштарнă, вăл е ку картина мĕнле çурални çинчен каласа кăтартнă. Палăртса хăвармалла: Станислав Воронов ÿнер енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, апла пулса та унăн пултарулăхĕ тарăн, композицие, тĕсе лайăх туять. Унăн ĕçĕсенче çут çанталăк илемĕ, сывлăшĕ çăлкуç пек тапса тăрать.

Художникăн пĕрремĕш куравĕ Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче 2012 çулта иртнĕччĕ. Хальхи куравра юлашки çулсенче Францире, Бельгире, Крымра, Алтайра, Ярославль облаçĕнче çÿлçÿревре пурнăçланă ĕçсене тăратнă. Экспозицире - 100 ытла картина. Вĕсем - портретсем, пейзажсем, натюрмортсем, сюжет композицийĕсем. Чăваш Енпе çыхăннисем те пур. Станислав Кириллович тăван тăрăха, ентешĕсене кăмăлтан ÿкерет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2016
09:23
Поделиться
;