Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăс

Ку хурт-кăпшанкă ака уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕчченех çыртса тарăхтарать. Анчах чи хăрушă тапхăр - çу тата çĕртме уйăхĕсем. Çак вăхăтра вĕсем уйрăмах çăткăн, усал. Вăл вăрманта çеç мар, садра, пахчара ĕçленĕ чухне те тапăнма пултарать. Тепĕр чухне вара çын çывхарнине туйса йывăç çине сиксе ÿкет, хăйĕн тĕллевпе пурнăçлама темиçе метр вĕçме те пултарать. Ÿт-пĕве çирĕппĕн кĕрсе ларать, çыртмалли вырăн шырать. Ку ĕç 3 сехет тăсăлма пултарать. Эсир ăна çак вăхăтра асăрхатăр пулсан хăрушлăха сирме май пур. Ÿте çыртнă чухне ыратнине сисмелле мар ятарлă шĕвек кăларать вăл. Çавна май çын нимĕн те туймасть. Вăл ÿт-пÿ çинче темиçе кун çакăнса тăма пултарать. Юн ĕçсе тăрансан вара татăлса ÿкет. Çак хурт-кăпшанкă чĕрчун е çын шăршине лайăх туять: вĕсене кĕтсе урине тăсать. Унăн малти ури çинче шăршă пĕлекен орган пур.

Сăвăс энцефаличĕ (пуç мими шыççи), иксодлă сăвăс боррелиозĕ (лайма чирĕ) сарăлать унран. Сăвăс боррелиозĕнчен сыхланмалли вакцина çук. Çавăнпа та хамăра ал айĕнчи япаласемпе хÿтĕлеме тăрăшмалла, йĕркене пăхăнмалла:

- вăрмана кайнă чухне пуçа косынка е капюшон тăхăнмалла*

- кĕпене, свитера шăлавар ăшне çавăрса чикмелле, шăлавар вĕçне - атă кунчине*

- кĕпе çаннисене тÿмелемелле*

- çи-пуç пĕр тĕслĕ пулни аван, ун пек чухне сăвăса асăрхама лайăхрах*

- хурт-кăпшанка хăратакан препаратсемпе те усă курма юрать. Вĕсемпе ÿте мар, тумтире сирпĕтмелле.

Сăвăс ÿт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан ăна çуллă япалапа (вазелин, крем, çу) сĕрмелле, сăмсине амантмасăр туртса кăлармалла, сиенленнĕ вырăна йод сĕрмелле. Унăн сăмсине амантма, лапчăтма юрамасть. Вăл ÿтрех юлсан чир шала каять. Çавна май больницăра сипленме тивет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2016
08:52
Поделиться
;