Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртрĕмĕр

Ку тĕнчене эпир вăхăтлăха çеç килнĕ. Пурăннă чухне вара хамăрăн çывăх çынсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна таса тытса тăмалла.

Смородино ялĕнче пурăнакансем иртнĕ шăматкун çăвара тирпей-илем кĕртрĕç. Ĕç хатĕрĕсене килтен илсе тухса 17 çынран тăракан ушкăн йывăçсене касрĕ, çÿп-çап пуçтарчĕ. Çак пархатарлă ĕçе эпир кашни çулах пурнăçлатпăр. Вырсарникун вара выльăх-чĕрлĕх каçса çÿремелли кĕпере çĕнетрĕмĕр. Кунта пурĕ 9 çын хутшăнчĕ. Сергей Федоровпа Валерий Павлов техника енчен пысăк пулăшу кÿчĕç. Смородино ялĕнче пурăнакансем тасалăхпа тирпейлĕхе малти вырăна хума тăрăшаççĕ. Субботниксене кашни çулах хаваспах хутшăнаççĕ.

Ираида ВАСИЛЬЕВА, ял старости.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2016
08:48
Поделиться
;