Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эмел курăкĕсем пухар-и?

Çут çанталăка юратакансемшĕн кĕтнĕ кунсем - эмел курăкĕсем пухма вăхăт çитрĕ. Элĕкри «Коопзаготпром» общество кашни çулах эмел курăкĕсем пухассипе ĕçленине чылайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр хаклă чĕртавара республикипе 150 тонна хатĕрленĕ пулсан, пирĕн «Коопзаготпром» общество 30 тонна ытла янтăланă. Çак ĕçре ытларах пенсионерсемпе шкул ачисем тăрăшулăх кăтартрĕç. Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен Тимĕрçкассинчи Галина Яковлева, Фаина Михайлова, Нина Михайлова, Изванкăри Светлана Егорова, Фаина Васильева, Татмăшри Галина Сергеева, Елизавета Афанасьева, Елена Багрова, Карачурари Наталия Павлова, Уйкасри Алиса Федорова, Вырăс Сурăмĕнчи Борис Николаев мăшăрĕпе, Шĕнтрешри Ольга Михайлова, Валентина Убасева, Любовь Коннова, Вутланти Галина Андреева, Тукачри Александра Михайлова хастарлăрах пулчĕç. Пархатарлă ĕçе çĕнĕрен те çĕнĕ çынсем хушăнса пыни те пире хавхалантарать. Вĕренекенсенчен Элĕк шкулĕнчи Евгений Потапов, Йăлкăш шкулĕнчи Ольга Егорова уйрăмах тăрăшулăх кăтартрĕç. Çанталăк ăшăтсах пынă май вĕлтĕрен çулçине, шĕпĕн курăкне пухма вăхăт. Ялсенче ку ĕçе йышпа йĕркелесен «Коопзаготпром» транспортпа тивĕçтерме хатĕр. Курăксене типĕлле, чĕрĕ виçепе те йышăнатпăр. Типĕтнине вырăнти магазинсем те илеççĕ. Эмел курăкĕсен хакĕсем чылаях ÿсрĕç. Çыннăн ĕçлес кăмăлĕ кăна пултăр. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесен «Коопзаготпром» обществăна килмелле е шăнкăравламалла. Эмел курăкĕсем пухакансене таварпа, укçа-тенкĕпе те хавхалантаратпăр.

Чăваш Республикин вĕренÿ министерствипе Чăвашпотребсоюз правленийĕ шкулсем, вĕренекенсем хушшинче сиплĕ курăксем пухассине йĕркелеме, ку енĕпе палăрнисене хавхалантарас тĕллевпе конкурс ирттерме палăртнă. Мала тухнисене Хисеп хучĕ, укçа парса хавхалантараççĕ.

Зоя НИКИФОРОВА,

«Коопзаготпром» обществăн склад заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 мая 2016
09:28
Поделиться
;