Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Донор кунĕ иртрĕ

Çулсеренех Республикăри юн илмелли станци специалисчĕсем Элĕкри тĕп больницăра Донор кунне ирттереççĕ.

Майăн 19-мĕшĕнче районта пурăнакан 52 çын юн пачĕ. Элĕк, Ехремкасси, Тавăт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тата медицина тытăмĕнче вăй хуракансем - тухтăрсемпе медицина сестрисем хастар пулчĕç. Элĕкри тĕп больница администрацийĕ юн паракансене тав сăмахĕ калать: «Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, эсир çынна укçапа илме тата нимĕнпе те улăштарма май çук хаклă япалана паратăр. Эсир чылай çын пурнăçне çăлса хăваратăр».

Пирĕн районта «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята 62 çын, «СССР хисеплĕ донорĕ» ята 5 çын тивĕçнĕ. Юн паракансенчен нумайăшĕ (17,9 процент) медицина тытăмĕнче ĕçлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2016
09:32
Поделиться
;