Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсене вĕренÿ кĕнекисем килнĕ

Районти шкулсенче тепĕр вĕренÿ çулне хатĕрленессипе те ĕçсем пуçăннă. Иртнĕ кунсенче Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе 6-мĕш классене валли Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви урлă «Русское слово» издательствăна тÿлевсĕр саккас панă кĕнекесем килнĕ. Пĕтĕмпе вырăс чĕлхи, вырăс литератури, Раççей историйĕ, Пĕтĕмĕшле истори, математика кĕнекисене 213 илсе килнĕ. Кунсăр пуçне Чăваш кĕнеке издательстви те вĕренÿ программисемпе тивĕçтерчĕ. Вĕсен шутĕнче вырăс шкулĕсенче 1-4-мĕш, 5-9-мĕш классенче чăваш чĕлхине, 5-9-мĕш классенче чăваш литературине вĕрентмелли программăсем. Çитес вĕренÿ çулĕнчен районти ача сачĕсене вăтам ушкăна çÿрекен шăпăрлансене те илемлĕ литературăпа паллаштарма пуçлĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2016
09:31
Поделиться
;