Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем акцие хутшăннă

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен районта çăлкуçсене тасатса хăтлăх кĕртессипе конкурс пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ: çут çанталăка сыхласси, кивĕ тата çĕнĕ çăлкуçсене хăтлăх кĕртесси, ачасемпе çамрăксене экологи воспитанийĕ парасси, халăха экологи ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрма хăнăхтарасси пулса тăрать. Тавăт вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем - Хуравар ялĕнче пурăнакан арçын ачасемпе хĕрачасем - çак акцие хутшăннă. Тавралăха сăнаса тĕпченĕ хыççăн икĕ çăлкуç тупнă. Аслисен пулăшăвĕпе усă курса çÿп-çап пуçтарнă, çăлкуçсене тăмран тата ÿсен-тăранран тасатнă. Çăлкуç çывăхĕнче хăва лартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 мая 2016
15:08
Поделиться
;