Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх райпона шанать

Шупашкарта «Çуркунне - 2016» ял хуçалăх продукцине вырнаçтарассипе уйăхлăх вĕçленчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çурçĕр ярмăрккинче Чăвашпотребсоюз коопераци организацийĕсем, вăл шутра Элĕк райповĕ те, граждансене хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç.

Сентре умĕнче - Элĕк райповĕн «Заходи» кафери Валентина Васильева. Хуплу, тĕрлĕ кукăль, кулебяки, сысна какайĕнчен хатĕрленĕ шашлăк тутлă та техĕм курăнать. Тутлă апат-çимĕç пурне те илĕртет. Юнашарах - Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕ хатĕрленĕ салатсем, консервланă хăяр, помидор.

- Вырăнти апат-çимĕçе халăх хапăлласах йышăнать, - палăртрĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов. - Халăха пысăк пахалăх тата йÿнĕ хак илĕртет, мĕншĕн тесен продукцие посредниксемсĕр тăратнă. Шупашкар хула администрацийĕ ял хуçалăх ярмăрккисене йыхравласан Чăвашпотребсоюз организацийĕсемпе предприятийĕсем хаваспах килĕшеççĕ. Иртнĕ уйăхра та вĕсем унта хастар хутшăнчĕç. Тавар туянакансем пире шанни питĕ кирлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 мая 2016
15:09
Поделиться
;