Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрланă чечекĕн илемĕ пур-ши?

Çулсеренех Элĕк салинче çуркуннехи вăхăтра чечексем лартса хăварасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен клумбисем çу каçипех иртен-çÿрене илемĕпе савăнтараççĕ. Кăçал та Республика кунĕ пирĕн районта иртнине шута илсе çакăн йышши клумбăсен шучĕ сисĕнмеллех ÿсрĕ.

Уява хатĕрленсе район центрĕнче тĕрлĕ организаци-учрежденире ĕçлекенсем тăрăшнине курма пулать. Пĕрисем тĕп урамра чечексем лартаççĕ пулсан, теприсем этнопаркра вăй хураççĕ, виççĕмĕшсем салари тата ун çывăхĕнчи территорисене çÿп-çапран тасатаççĕ... Пурин валли те ĕç тупăнать. Редакци ĕçченĕсем те аякра юлмарĕç çак ĕçлĕ ушкăнран, клумбăсем тунă çĕре хутшăнчĕç. Ниме йĕркипе пыракан пысăк ĕçĕн усси пурах çав. Пысăк йышпа ĕç те ăнса пырать. Чечексем те чĕрĕлсе вăй илеççĕ. Шел, хальлĕхе çумăрĕ Элĕкрен аяккалла пăрăнса иртсе каять. Нимех те мар, Петĕр Хусанкай поэт калашле «мехел çитмен» пулĕ. Халĕ вара хĕвел питĕнче пуç усакан çеçкесене шăварнипе кăна çăлса хăварма пулать. Ку мелпе шăрăхран сыхласа хăварăпăр-ха, анчах ураланма пуçланăскерсемпе мĕнле пулмалла-ши? Кăнтăрла лартнă чечексем çĕр каçипе çухалмаллипех çухалаççĕ. Тепĕр вырăна куçса лараççĕ... Ытларах чухне - уйрăм çынсен пахчисене. Вăрланă тесех калама тивет пулĕ ку чухне, обществăлла вырăнта йĕркене пăсни пулать çакă. Саккун тăрăх куншăн явап тыттарма ирĕк пур. Иртнĕ эрнере çакнашкал сăтăрла ĕç тунăшăн - Элĕк салинчи урамран чечек калчисем вăрласа кайнăшăн - явап тыттарма, тăкака саплаштарма тивнĕ те. Пĕрре шутласан, кулăшла пек, тепĕр енчен, тÿрре кăларма сăмах та çитмест. Салара хăтлă пултăр тесе хамăрах тăрăшатпăр-çке. Паллах, сала урамĕсенче кăна мар, килсенче те илемлĕ тăвас килет. Анчах вăрланипе-ши? Ÿркенмесен чечексене акса çитĕнтерме те майсем пур, пасартан туянма та пултаратпăр. Çук иккен, кукăр алă кукăрах çав. Анчах вăрланă чечексен илемĕ пур-ши? Иккĕленетĕп.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 мая 2016
16:08
Поделиться
;