Элĕксем - чи нумай вулакансем
Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ, чун апачĕ. Чăваш Республикин Наци библиотеки 10 çул ытла ĕнтĕ «Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» республика конкурсне ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăха кĕнкепе туслаштарасси, чăваш çыравçисен кĕнекисене халăх хушшинче сарасси.
Асăннă конкурса Чăваш Республикин Культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерстви пуçарнипе, Наци библиотеки, регионти профессилле çыравçăсен Союзĕ, Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленипе ирттереççĕ. Жюрире - республикăри çыравçăсем, журналистсем, культура ĕçченĕсем.
Майăн 27-мĕшĕнче «Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç: «Хальхи проза», «Поэзи уçлăхĕ», «Савăк ачалăх», «Тăван ен», «Кĕнеке çĕршывĕ» тата ытти те. Республика конкурсне хастар хутшăннăшăн Элĕкри «Централизациленĕ библиотека тытăмĕ» учреждени те Хисеп хутне тивĕçрĕ.
«Чи нумай вулакан» номинацие республикăри 25 çын хутшăннă, вĕсен йышĕнче шкул ачисем те пур. Çĕнтерÿçĕсем пирĕн районтан пулни вара кăмăла çĕклет. 14 çула çитмен ачасем хушшинче Крымсарайка ял библиотекине тăтăшах çÿрекен Анна Давыдова çĕнтерчĕ. Вăл çулталăкра пурĕ 470 кĕнеке вуласа тухнă. Чăваш Сурăм ял библиотекин хастарĕ Яна Васильева вара 350 кĕнеке вуланă. 15-22 çулхисем хушшинче Шĕмшеш шкулĕнче вĕренекен Анна Удиванова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех Ехремкасси ял библиотекине çÿрекен Елена Ильина та çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. Кĕнеке тусĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Раиса ГОРДЕЕВА,
Элĕкри «Централизациленĕ библиотека тытăмĕ» учреждени директорĕ