Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр кун - юмах тĕнчинче

 Июнĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн лапамĕнче чăн-чăн юмах тĕнчи уçăлчĕ. «Хăш-пĕр патшалăхра, хăш-пĕр çĕршывра» ятпа иртекен мероприяти салари ача-пăчана çеç мар, районти шкулсем çумĕнчи лагерсене çÿрекенсене те пуçтарчĕ. Çак кун ачасем мĕн пĕчĕкрен юратса вуланă юмахсенчи сăнарсем кĕнеке страницисенчен чăн пурнăçа куçнă тейĕн. Арçын ачасене хăюлăхне тыткăнлакан Тинĕс пирачĕ те, йăл кулă парнелекен Мальвина та уяв тăршшĕпех ачасен тусĕсем пулса тăчĕç.

Уява килнĕ сумлă хăнасем те хăйсене çак самантра ачалăхри пекех туйрĕç пулĕ. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă май район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев пурне те - ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те - Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламларĕ. «Ачасем пирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне савăнăç кăна парнелеччĕр», - терĕ Эдуард Владимирович.

Çавăн пекех пухăннисене Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов саламларĕ. «Ачасен чи çутă та савăнăçлă уявне çу пуçламăшĕнче ирттерни хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ те. Пирĕн республикăра çитĕнсе пыракан ăрăва аталанма майсем çителĕклĕ пулччăр тесе нумай ĕç туса ирттереççĕ: ача сачĕсемпе шкулсем çĕклеççĕ, спорт комплексĕсем хута яраççĕ. Паллах, ачасене воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк. Ахальтен мар паянхи кун пĕтĕм тĕнчипех Ашшĕ-амăшĕн кунне паллă тăвасси те йăлана кĕнĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, хавас кăмăл сунатăп, - терĕ вăл. Палăртмалла, Валерий Михайлович Элĕксем патне пушă алăпа килмен. Уява килнĕ шăпăрлансем пылак парнесене тивĕçрĕç.

Ача сачĕсенчен килнĕ шăпăрлансем те, аслăраххисем те хăйсен кăмăлне каякан конкурссенче хутшăнчĕç, эстафетăсенче вăй виçрĕç, пултарулăх лапамĕсенче хăйсене тĕрĕслерĕç. Вĕсем валли ятарласа пушар хăрушсăрлăхĕн темипе хатĕрленĕ урок та хăйне евĕр иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклерĕ. Спорт шкулĕн лапамĕнчи асфальт çинче ачасем ÿкерчĕксем турĕç. Хĕвел пайăркисем, илемлĕ чечексем, «анне» тесе çырнă сăмахсем пĕр пысăк композицине пуçтарăнса ачасен паянхи савăнăçлă кăмăл-туйăмне пĕлтерчĕç тейĕн. Пĕчĕккисен савăнăçĕ аслисемшĕн чи хаклă парне тата тав сăмахĕ пулчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2016
15:30
Поделиться
;