Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен канăвне йĕркелетпĕр

Ача-пăча канăвне йĕркелеме пĕлни кирек хăçан та пĕлтерĕшлĕ. Çуллахи каникул çитни шăпăрлансем канăвĕпе вĕренĕвĕ çине пачах та тимлĕх уйăрмалла маррине палăртмасть. Çулталăкăн кирек хăш самантĕнче те çитĕнекен ăрăвăн вăхăтне интереслĕ те усăллă ирттерессине тĕпе хумалла. Çакна малти вырăна хурса ĕçе йĕркелеме тăрăшатпăр та. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче те Вырăс Сурăм библиотекипе клуб ачасемпе çамрăксен ăс-хакăл çивĕчлĕхне ÿстерме тĕрлĕ викторина, пултарулăхне аталантарма концерт йĕркелетпĕр.

Çуллахи каникул пуçланнă ятпа та хăйне евĕрлĕ уяв турăмăр. Ачасем хаваспах хутшăнчĕç унта. Оксана Кузьмина, Ксенийăпа Анюта Алексеевăсем, Пиçенерти Анжеликăпа Валерия Абрамовăсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Александра Александрова вара пухăннисене Инди ташшипе тыткăнларĕ. А. Павловăпа М. Яковлевăн та кĕвĕ-çемĕ енне туртăмĕ пысăк пулнине палăртмалла. Çÿлерех асăннă ачасем Вырăс Сурăмĕнчи ташă кружокне çÿресе ăсталăхне ÿстереççĕ. Çитĕнекен ăрăва татах та аталанма майсем туса пама культура учрежденийĕн пурлăх бази чухăнрах, музыка оборудованийĕсем çителĕксĕр пулни ура хурать. Çитес вăхăтра ача-пăчапа уçă сывлăшра мероприятисем ирттерме палăртатпăр.

Р.КУЗЬМИНА,

Вырăс Сурăм клубĕн заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июня 2016
16:59
Поделиться
;