Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вуламасăр ан иртĕр

Элĕк салинче Республика кунне хатĕрленес ĕç пĕр самантлăха та чăрăнмасть. Çак кунсенче Культурăпа кану паркĕнчи этномузей территорийĕнче вырнаçтарнă пысăк чулсем çинче чăваш халăх сăмахлăхĕнчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене çырса хучĕç. «Ĕç вăл пурнăç илемĕ», «Ял-йышсăр ял пулмасть», «Çăкăртан аслă ан пул» тата ытти ăса вĕрентсе каланă сăмахсем пĕчĕккисемшĕн те, аслисемшĕн те усăллă пулĕç. Çавăн пекех «Меркурий» бизнес-инкубатор умĕнчи сĕвекре пысăк сас паллисемпе «Аликово 1694» тенĕ сăмахсене хурса тухрĕç. Ку ĕнтĕ Элĕк сали 322 çул каялла никĕсленнине пĕлтерет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июня 2016
16:56
Поделиться
;