Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк райповĕн спортсменĕсем - пĕрремĕш

Республикăра потребительсен кооперацийĕсен ĕçченĕсем хушшинче ăмăртусем ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче арçын командисем хушшинче мини-футболпа XIV физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли Спартакиадăн финал вăййисем иртрĕç.

Финал турнирне 12 командăран 6-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илессишĕн мĕнпур вăйран тăрăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Элĕк райповĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Красноармейски райповĕн, виççĕмĕш вырăна Йĕпреç райповĕн командисем тивĕçрĕç. Элĕк райповĕн спортсменне Алексей Антонова чи лайăх вратарь тесе палăртрĕç.

Спортсменсене Чăваш Республикин Паташлăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов саламларĕ. Вăл «Хĕлхем» спорт шкулĕнче иккĕмĕш хут ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз Спартакиадин мини-футбол финалĕ иртнине палăртрĕ.

Потребкооперацисен тата предпринимательлĕх ĕçченĕсен Спартакиади шучĕпе пурĕ 9 спорт ăмăртăвĕ иртет, çавăнпа та кашни очко хисепре. Чăвашпотребсоюз тата Чăваш Республикин потребкооперацисен тата предпринимательлĕх ĕçченĕсен профсоюзĕ ĕçченсене физкультурăпа спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Кун йышши мероприятисенче кооператорсем çеç мар, вĕсен çемйисем те хаваспах хутшăннине палăртма кăмăллă.

В.НИКИФОРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2016
10:14
Поделиться
;