Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иртнинчен пуласлăха - цифрăсем урлă

2015 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Раççейри статистиксем пирвайхи хут хăйсен професси уявне - Статистика ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Çак куна ахальтен суйласа илмен. 1811 çулта шăпах çак кун статистика пайне йĕркеленĕ, ăна Карл Федорович Герман профессор пуçарса янă. Асăннă подразделени полици министерствин тытăмне кĕнĕ.

Паян статистика кăтартăвĕсене пухассине, пăхса тухассине, упрассине тата анализ тăвассине патшалăх статистикин Федераци служби йĕркелесе пырать. Регион территорийĕнче статистика функцийĕсене Росстатăн территорири органĕ Чăвашстат пурнăçлать. Вăл кирлĕ статистика мероприятийĕсем ирттернĕ çĕре хутшăнать - çыравсем тата тĕпчевсем ирттереççĕ. Кăçал июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Унăн кăтартăвĕсем аграри секторĕн лару-тăрăвне пĕлме кирлĕ. Çавăн пекех халăхăн социаллă демографи ыйтăвĕсене суйласа тĕпчеме пысăк тимлĕх уйăраççĕ: пурнăç пахалăхне, халăхăн репродуктивлă тĕллевĕсене, тупăшне, социаллă программăсене хутшăннине тата ыттисене те сăнани. Çак ĕçе ятарласа вĕрентнĕ, яваплăха туйса ĕçлекен çыравçăсене явăçтараççĕ. Енчен те халĕ халăхран ыйтнă чухне планшет компьютерĕсемпе усă кураççĕ пулсан, малашне çак ĕçе Интернет çыхăнăвĕ урлă пурнăçлĕç.

Вăхăт çĕннине ыйтать. Çапах та статистиксен ĕçĕнче уçăмлăх тата статистика ресурсĕсемпе усă курма май пани тĕпре тăрать. Раççей Федерацийĕнчи официаллă статистика информацине Росстатăн сайтне вырнаçтараççĕ, регион шайĕнчи даннăйсене - территорири органсен сайтĕнче.

Чăвашстатăн Элĕк районĕнчи уйрăмĕнче штатра пĕр çын шутланса тăрать. Елена Львова ертсе пыракан специалист каланă тăрăх, ял хуçалăх çыравне ирттерме штатра тăман служба йĕркеленĕ. Унта çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй Маргарита Николаева тата унăн çумĕ Татьяна Анисимова шутланса тăраççĕ.

Статистиксен ĕçĕ питĕ яваплă. Вĕсен ĕçĕнче республикăн историйĕ çырăнса юлать. Çырав пĕтĕмлетĕвĕ вара иртнине тишкерме, хальхине курма тата малашлăх валли тĕллевсем лартма май парĕ. Статистика службин ĕçĕ пĕтĕмĕшле республикăшăн кăна мар, кашни çыншăнах пысăк вырăн йышăннине палăртмалла.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2016
10:15
Поделиться
;