Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕтĕм тĕнчери факел эстафетине Элĕксем те хутшăнчĕç

Июнĕн 17-мĕшĕнче Элĕк районĕ Пĕтĕм тĕнчери тăнăçлăх, туслăх тата пĕр-пĕрне ăнланнин «Бег Мира-2016» факел эстафетине кĕтсе илчĕ. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ: пĕр-пĕрин хушшинче ăнланулăх, туслăх çуратасси тата ăна çирĕплетесси, тĕнчери мĕнпур çынра пĕрлĕхпе килĕшÿлĕх туйăмне вăратасси.

Асăннă эстафетăн историне тишкерес пулсан ăна 1987 çулта пуçласа йĕркелесе яни паллă. Паянхи кунччен унта 6 миллион ытла çын хутшăннă, факел 6 континентри 140 ытла çĕршыва çитнĕ. Унта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем, наци представителĕсем хутшăннă. Çак фестивале уйрăмах ачасем кăмăлаççĕ.

Раççей Федерацийĕнче вара «Бег Мира» эстафетăна 1991 çултанпа ирттереççĕ. Пирĕн çĕршывра вăл сывă пурнăç йĕркине пропагандăланипе пĕрлех тĕрлĕ çĕршывпа регион хушшинчи туслă тата культура çыхăнăвне йĕркелеме май парать. 2015 çулта асăннă эстафета Раççей Федерацийĕн территорийĕнче 7000 çухрăма тăсăлнă пулсан, кăçал 19 000 çухрăма тăсăлĕ.

Асăннă эстафетăна миçе çултине тата хатĕрленÿ шайне пăхмасăр кăмăл пур кашни çыннах хутшăнма пултарать. Чĕртнĕ факела темиçе метр йăтса чупни е алăпа тытса пыни санăн ырă кăмăлна палăртать.

«Бег Мира-2016» факел Чăваш Ене Мари Эл енчен, Элĕк тăрăхне вара Шупашкар районĕнчен килнĕ. Шупашкарпа Элĕк район чиккинче, Какаç ялĕнчен инçех мар, Элĕкри вĕренÿ учрежденийĕн шкул çумĕнчи лагерьне çÿрекен çамрăк спортсменсем Пĕтĕм тĕнчери эстафетăна хутшăнакансене савăнăçлă лару-тăрура çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унта хутшăнакан кашни ачах алла факел тытса Элĕк çĕрĕпе чупса иртме пултарчĕ. Пирĕн районтан асăннă факел Вăрнарсене куçрĕ.

Пĕтĕм тĕнчери тăнăçлăх, туслăх тата пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланулăх факелĕн эстафетине Ĕпхÿ хулинче хупаççĕ.

Э.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2016
10:12
Поделиться
;