Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокуратура июнĕн 23-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕн законодательствине пăхăннипе çыхăннă ыйтусемпе «хĕрÿ лини» ирттерет.

Асăннă сферăра йĕркене пăснине Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратурăна 62-07-29 телефон номерĕпе дежурнăй прокурора шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура 2015 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа 2015 çулхи майăн 11-мĕшĕнчи 163 № Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пушара хирĕçле ятарлă режим йĕркеленине, çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн хушма йĕркисене пăхăнмаллине аса илтерет. Уйрăмах пушар хăрушлăхĕ IV-V класлă чухне, енчен те вăрмансемпе усă курма патшалăх контракчĕсем çырман пулсан, вăрман участокĕсене арендăна илни тата вăрманта йывăçсем лартнин суту-илÿ килĕшĕвĕ çук пулсан, вăрмансен пушарпа санитари хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ятарлă ĕçсем тума патшалăх заданине пурнăçламалла мар пулсан, пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе иртмелле мар пулсан, сывлăха çирĕплетмелли организацисене çак çулпа каймалла мар пулсан тата вăрман сыхлавĕпе çыхăнман ĕçсем пулмасан граждансене вăрмана кайма чараççĕ.

Çавăн пекех вăрман фончĕн çĕрĕ çинче тата ун çумĕнчи территорире кăвайт чĕртме, коммуналлă хытă каяшсене тата çÿп-çап, типĕ курăк çунтарма, унсăр пуçне пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратакан ĕçсем тума юрамасть.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2016
10:14
Поделиться
;