Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Пиллĕксемпе» - хĕрсем кăна

Районти шкулсенче сывпуллашу каçĕсем иртрĕç. Экзаменсен хĕрÿ тапхăрĕ хыçа юлчĕ, алăра - аттестат. Вăтам шкул пĕтерни çинчен калакан документа кăçал 108 çамрăк илчĕ. Вĕсен йышĕнче «питĕ лайăх» паллăпа пĕтерекенсем тăххăрăн. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкултан Надежда Антонова, Анна Артемьева, Ирина Иванова, Анастасия Никитинăпа Анастасия Яковлева, Юнтапа шкулĕнчен Марина Дуткина, Анна Иванова, Ангелина Алексеева, Шĕмшеш шкулĕнчен Анна Удиванова пулчĕç. Асăрхарăр пулĕ, тăрăшуллисем хушшинче хĕрсем кăна.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июня 2016
09:36
Поделиться
;