Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем - Севастопольти Акатуйра

Июлĕн 10-мĕшĕнче Севастополь хулинче пирвайхи хут чăвашсен наци уявĕ - Акатуй иртнĕ. Ăна Севастопольти чăвашсен наципе культура обществи тата Чăваш наци конгресĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Делегаци йышĕнче Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев та пур. Акатуя пирĕн ра- йонтан Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи Светлана Соколова ертсе пыракан «Валинкке» фольклор ушкăнĕ те хутшăннă.

Ентешсем Акатуя хутшăнакансем вăрçă вăхăтĕнче Севастополе хÿтĕлесе пуçне хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă çĕре те хутшăннă. Мероприятие тĕрлĕ регионти тата республикăри мĕнпур районти чăваш хастарĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 июля 2016
15:50
Поделиться
;