Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕ сассипе тыткăнлать

Юнтапари культура çуртĕнче черетлĕ мероприятие хатĕрленеççĕ. Илемлĕ те çепĕç сасса илтсен вырăс эстрада юрăçи Юрий Шатунов Юнтапа тăрăхне килнĕн туйăнчĕ. Йăнăшрăм иккен. Ку вăл Чулкаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Дима Тимофеев пулчĕ.

Вун çичĕ çулта кăна пулин те вăл хăйĕн пултарулăхĕпе пирĕн район çыннисене кăна тыткăнламан, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурс-фестивальте тата концертра палăрнă. Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Дима Тимофеев илемлĕ юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашнă, пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Чулкаç каччи хăйĕн вырăнне юрă тĕнчинче шырать, çут çанталăк пултарулăхĕпе усă курса сăвăсем çырать, чуна пырса тивекен йĕркесене çынсене парнелет. Çавăн пекех çул çÿреме кăмăллать Дима. Юлашки вăхăтра вăл чăваш эстрада юрăçисемпе Николай Ключниковпа (Калян Юлташ) тата Сергей Лекеровпа туслă çыхăну тытать. Юнтапари культура çуртне концертпа килсен паллашнă вĕсем. Халĕ вара çĕнĕ туссемпе Дима Тимофеев та республикăри тĕрлĕ района тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курать.

- Нумаях пулмасть Чулхула облаçĕнче, Балашиха тата Воротынец хулисенче пысăк концертпа пултăмăр. Программа пуян та интереслĕ пулнăран унта пурăнакансем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чăвашсемпе пĕрле вырăссем те пире хапăлласах йышăнчĕç, - каласа парать канмалли кунсене яла килнĕ Дима.

Асăнса хăварас килет, канмалли кунсенче те ахаль лармасть вăл. Юнтапари культура çуртĕнче иртекен мĕнпур мероприятие хутшăнать. Çуллахи вăхăтра агитбригадăпа ялсем тăрăх çÿрет. Хăй çырса кĕвĕленĕ юррисене çынсем хаваспах итлеççĕ. Юрлакансем хушшинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери фестивальте çĕнтерни çунат хушса малалла ăнтăлма хистенине те пытармарĕ вăл. Вăл ытларах тăван ял, юратупа туслăх, пурнăç çинчен юрлать. Унăн пултарулăхне кăмăллакансем «Ачалăх», «Савăнар», «Эп сана юратмас», «Куккук», «Элĕк Ен» юррисене итлесе киленеççĕ.

Унăн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Юрă тĕнчинче кăна мар, спортра та хастар вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех баскетбол вăййине кăмăлланă, спортзалтан тухма та пĕлмен. Мал ĕмĕтлĕ каччă ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿренĕ. Районăн пĕрлехи командипе республика шайĕнчи баскетбол ăмăртăвĕсене те хутшăннă, малти вырăнсене тухнă.

Дима Тимофеев Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренет. Куçăмлă майпа вĕренет пулин те тăван тăрăха килсе концертсене хутшăнма яланах вăхăт тупать яш. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать вăл. Хăйĕн пуласлăхне пысăк сцена çинче курать. 2017 çулччен хăйĕн юррисемпе çырнă диск кăларма ĕмĕтленет пултаруллă каччă.          

Анастасия Порфирьева,

ЧПУ студентки.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июля 2016
14:48
Поделиться
;