Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музей валли - экспонатсем

Пулни-иртни, çынсем тата çулсем хыçа юлаççĕ. «Тури чăвашсен этнографийĕ» этнографи парк-музейĕ вăл иртнине аса илмелли вырăн. Кунта авалхи япаласен пурнăçĕ тăсăлать. Çамрăк ăру аслашшĕн, хăйĕн, тавралăхĕн историне пĕлме пултарĕ. Çавăн пекех тĕлĕнмелле аваллăхăн асамне лекĕ.

Элĕк районĕнче экспонатсене пухасси çинчен пĕлтернĕ - кил-çуртра тыткаламалли авалхи япаласене, хресчен ĕç хатĕрне, чÿлмекçĕ, тимĕрçĕ, туптав, сварка ĕçĕсен япалисене, тури чăвашсен авалхи çи-пуçне.

Япаласене кулленех (тунтикунтан пуçласа эрнекунччен) 8 сехетрен пуçласа 17.30 сехетчен çак адреспа йышăнаççĕ: Элĕк сали, Советски урамĕ, 15-мĕш çурт, литературăпа краеведени музейĕ.

Хăвăра, çывăх çыннăрсене асра упраса хăварма пулăшăр. Хăвăр ятăра музее парнелекенсен списокне кĕртĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июля 2016
14:48
Поделиться
;