Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнекесене тишкерсе тухнă

Çу кунĕсенче ачасен шкула уроксене çÿрес çук ĕнтĕ, çавна май пушă вăхăт та тупăнать. Çуллахи каникула кашниех хăйне май ирттерет. Пĕри асламăшĕ патĕнче пулма тăрăшать, тепри ытларах шыва кĕрсе савăнасшăн. Анчах та кашниех час-часах библиотекăна çÿрет, вĕсен аллинче çу кунĕсенче вуламалли кĕнекесен списокĕ пур-çке.

Крымасарайкка ял библиотекинче çуллахи вăхăтра вуламалли кĕнекесене пăхса тухса тишкернĕ. Альбина Архипова библиотекарь Питĕшкасси вăтам шкулĕнче 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем валли кĕнекесем пухса хатĕрленĕ. Ачасем тишкерĕве савăнсах итленĕ. Библиотекаре чылай ыйтусем панă. Вĕренекенсен кашни кĕнеке мĕнпе вĕçленнине пĕлес килнĕ. Вĕсем тĕп сăнарсем çинчен уйрăмах пĕлесшĕн пулнă. Мероприяти усăсăр иртмен. Ачасем хыççăнах хăйсене килĕшекен калавсемпе повеçсене, юптарусемпе юмахсене суйласа илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июля 2016
15:01
Поделиться
;