Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хирте - комбайнсем

Çанталăк уяр та шăрăх тăнипе тырă уйĕсем саралсах пыраççĕ. Ылтăн пек тырра пухса кĕртме те вăхăт çитрĕ.

Июлĕн 20-мĕшĕнче «Алмаз» обществăра тата «Новый путь» хуçалăхра кĕрхи тулă вырма пуçланă. Уй-хирте тăватă комбайн çаврăмсем тăваççĕ. Пĕр кунрах 60 гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ, 150 тонна çапса тĕшĕленĕ, тухăç - 25 центнер.

Çывăх вăхăтрах вырмана ытти хуçалăхсем те тухĕç. Тинĕс евĕр хумханакан уйсенче ĕç шавĕ вăй илсех пырĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10793 гектар çинчен пухса кĕртмелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июля 2016
15:08
Поделиться
;