Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Стартра - видеороликсен конкурсĕ

Аслă Раççей карттин варринче, Европа пайĕнче, хăйĕн мухтавлă историйĕ пе тата культурипе, йăли-йĕркипе тата ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан республика пур. Ку çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ - пирĕн Чăваш Ен.

Наци телерадиокомпанийĕ пилĕк çул тултарнă май республикăра пурăнакансен тăван ен çинчен каласа пама шанăç пур. Çавна май Чăваш Ен телерадиокомпанийĕ «Чувашия» фонд тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе «Чăваш Ен - манăн республика» ятпа видеороликсен конкурсĕ старта тухни çинчен пĕлтерет.

Конкурса пурте, 12 çултан аслăраххисем, хутшăнма пултараççĕ. Тĕп парнене тивĕçес тесен Чăваш Ене юратнине кăтартакан видео ÿкермелле те ntrkvideo@mail.ru электронлă адреспа ярса памалла.

Кашни эрнере, 2016 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен экспертсен ушкăнĕ 3 чи лайăх ролика палăртать. Ку роликсене эрнипех Чăваш Ен Наци телевиденийĕн эфирĕнче кăтартаççĕ. Октябрьте, конкурс ĕçĕсене йышăнса пĕтернĕ хыççăн, чи лайăххисене палăртĕç. Конкурс çĕнтерÿçисем Чăваш Ен çинчен калакан фильм геройĕсем пулĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июля 2016
15:18
Поделиться
;