Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк салинче бассейн пулĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикинчи икĕ проект квалификаци суйлавĕ витĕр тухса «2016-2020 çулсенче спорта аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программине кĕни паллă пулчĕ.

Асăннă программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ шайри бюджетсенчен, вăл шутра федераци бюджетĕнчен те, килекен укçа тенкĕпе усă курса тумалли массăллă спорт объекчĕсен переченне Элĕк салинче бассейн тата Етĕрнери физкультурăпа сиплев комплексĕсем кĕнĕ. Çак объектсене 2017 çулта тума палăртаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июля 2016
15:54
Поделиться
;