Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсене кĕнекесем килнĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шутлă кунсем юлаççĕ. Районти шкулсенче юсав ĕçсем пынипе пĕрлех вĕренÿ кĕнекисене туянассипе те тимлеççĕ. Иртнĕ кунсенче районти вĕренÿ пайне Л.Н. Сергеевăн иккĕмĕш класра вĕренмелли чăваш чĕлхи кĕнеки килчĕ. 182 кĕнекене районти мĕнпур шкула валеçсе паратпăр. Çавăн пекех çиччĕмĕш классем те тăван чĕлхене çĕнĕ кĕнекепе тишкерĕç. «Русское слово» издательство вара тĕрлĕ предметсен ĕç тетрачĕсемпе тата вĕрентекенсене валли вĕрентÿ методикин пособийĕсемпе тивĕçтерчĕ.

Çакна палăртмалла, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шкулсене географи, вырăс чĕлхипе литератури, истори, математика, акăлчан чĕлхи, биологи предмечĕсемпе çĕнĕ кĕнекесем килчĕç. Çавăн пекех технологи предмечĕпе те арçын ачасем тата хĕрачасем валли уйрăмшар кĕнеке туяннă.

Л.КУЗНЕЦОВА,

районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июля 2016
15:56
Поделиться
;