Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Этнопаркра - кĕнеке экспозицийĕ

Июлĕн 28-мĕшĕнче Элĕк салин этнопаркĕнче уçă пĕлĕт айĕнче «Манăн тăван çĕршывăм - Элĕк Ен» кĕнеке экспозицийĕ ĕçленĕ. Ăна Элĕкри централизациленĕ тата ача-пăча библиотекисем йĕркеленĕ. Кунта - тăван ен, район историйĕпе çыхăннă кĕнекесем.

Куравра Элĕк салин çыннисем, пирĕн çĕршывăн тĕп хулинчен Мускавран, Мурманскран тата Новергирен килнĕ хăнасем пулнă. Курма пынисене чăваш халăх костюмĕсем, авалхи тĕрĕсем çинчен каласа паракан литература уйрăмах интереслентернĕ. Кусем - В. НиколаеВ. Ивановăн «Чăваш костюмĕ аваллăхран паянлăха» кăларăмĕ. Чăвашла, вырăсла,в, Г. Иванов-Оринов кĕнеки,  акăлчанла кăларнăскере уйрăмах пысăка хурса хакланă. «Вирьял чăвашĕсен тумĕ» пая пирĕн район та кĕрет. Евгения Жачевăн «Чăваш тĕрри» кĕнеки пуриншĕн те интереслĕ пулнă. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк кĕнеки» конкурс лауреачĕ. Кĕнеке авторĕ - паллă тĕрĕ ăсти, Раççей халăх маçтăрĕ, Пĕтĕм Раççейри тата республикăри конкурссене хутшăннăскер.

Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кĕнеке кăларăмĕсемпе тĕплĕнрех районти тĕп библиотекăри вулав залĕнчи «Аваллăхран малашлăха» этнокĕтесе кайса та паллашма пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 августа 2016
13:59
Поделиться
;