Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пăру илесси ÿснĕ

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси йыш хушăнса пынинчен те нумай килет. Кăçалхи çур çулта фермăсенче пăру илесси ÿснĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, 456 пăру илнĕ пулсан, кăçал - 481 пуç. Çав шутран «Новый путь» хуçалăхра 20 пуç таранах хушăннă. Ку енĕпе «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсен кăтартăвĕ те лайăх. «Правда» хуçалăхра вара пăру илессине палăрмаллах чакарнă.

Хуçалăхсем çура илессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ теме çук-ха. Пĕлтĕр çак вăхăтра 1292 çура илнĕ пулнă, кăçал - 962 пуç кăна. Пĕтĕмпе 330 пуç сахалланнă.

Раиса ДАНИЛОВА,

район адмнистрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 августа 2016
13:56
Поделиться
;