Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче тырпул пухса кĕртес ĕç сарăлсах пырать. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕр тыррисене 2086 гектар (87,4 процент) пухса кĕртнĕ. «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, В. Узянов, Г. Исаев, Ю. Никифоров, Г. Петриков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ.

Çурхи тĕш тыр культурисене 125 гектар вырнă. Ку ĕçе «Новый путь» хуçалăх, А. Петров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ тытăннă. Тĕпрен илсен, тĕш тырăсен тухăçĕ япăх мар. С. Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче тырă гектартан 30 центнер тухать, «Новый путь» хуçалăхра - 27 центнер ытла.

Хуçалăхсем кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ку таранччен 2882 гектар сухаласа çемçетнĕ. Çак ĕçе «Авангард», «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсенче, Г. Исаев, С. Волков, Е. Лебедев, А. Григорьев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче лайăхрах йĕркеленĕ. Кĕрхи çĕртме сухи 95 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсем аван ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 августа 2016
13:55
Поделиться
;