Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн ентешсем тинĕсре те парăнман

Кашни çулах утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче çĕршывра Тинĕс-Çар флочĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак уява 1939 çултанпа палăртаççĕ. Тинĕс-Çар флочĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнче те, хальхи мирлĕ пурнăçра та пысăк вăй. Çак куна уявлама Элĕк салинчи Совет Союзĕн Геройĕ М.Е. Ефимов ячĕллĕ лапама 40 моряк, аслă матроссем, сержантсем, старшинасем, 3-мĕшпе 2-мĕш рангри капитансем пухăнчĕç. Мероприятие 2-мĕш рангри капитан Георгий Максимов йĕркелесе пычĕ. Геннадий Мошков аслă старшина ăна рапорт пачĕ. Г. Максимов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Часах моряксен колонни ялавсемпе культурăпа кану паркне çитрĕ. Аслă вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хучĕç. Тухса калаçакансем çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулма сăмах пачĕç. Интереслĕ самант - якорь-палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна тума «Аликовская МСО» ООО директорĕ Сергей Лаврентьев пулăшнă. Палăк çинче - Асăну хăми. Унта «Вечная память подвигу военных моряков» тесе çырнă. Асăнмалăх палăк умĕнче пурте сăн ÿкерĕнчĕç.

2-мĕш рангри капитан Георгий Максимов тепĕр хут якорь-палăк уçнă ятпа саламларĕ. Хальхи вăхăтри Тинĕс-Çар флочĕн пăрахучĕсемпе шыв айĕнче ишекен кимĕсем çинчен калаçу ирттерчĕ. Кунта маларах службăра тăнисемшĕн çĕнĕлĕх те пулчĕ.

Тĕлпулура пулнисен йышĕнче 2-мĕш статйиллĕ старшина Альберт Кондратьев, Петр Исаков, Анатолий Казыкин старшинасем тата ыттисем те пулчĕç. Сăмах май, Анатолий Казыкина Лăпкă океан флочĕ 320 çул тултарнă ятпа медаль парса чысланă. Чылайăшĕ парнесене тивĕçрĕç.

Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕсем çитес çул та пухăнма палăртрĕç.

Гурий ТЕРЕНТЬЕВ, таврапĕлÿçĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 августа 2016
10:39
Поделиться
;