Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пушар хăрушсăрлăхĕ - малти вырăнта

Ял халăхне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, çамрăк ăрăва инкек-синкекрен сыхланма вĕрентесси çине Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Ананьев пысăк тимлĕх уйăрать. Акă иртнĕ канмалли кунсенче Самушка ялĕнче пурăнакансем пушар сÿнтермелли насус пыршине кам маларах салатса пуçтарассипе тупăшрĕç, вĕсене йăтса чăрмавсем урлă чупакансен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Гидрантсене те тĕрĕслесе пăхрĕç «çăлавçăсем», хăйсене чăн-чăн пушарнăйсем пекех туйрĕç. Хăшĕ-пĕри пушарнăйсен тумне те тăхăнчĕ.

Анатолий Александрович пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, сÿнтермен шăрпăк та пысăк инкек патне илсе çитерме пултарасси пирки каларĕ. Ял çыннисене вут-çулăм алхаснине курсан çăлавçăсем патне стационар телефонĕпе 01 е кĕсье телефонĕпе 112 номерсемпе шăнкăравламаллине аса илтерчĕ.

В.СИВВИ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 августа 2016
10:37
Поделиться
;