Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕнче

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕрхи тĕш тырă культурисене мĕнпур лаптăк çинчен (2385 гектар) пухса кĕртнĕ, çак ĕçе пĕтĕмĕшпех вĕçленĕ - 100 процент.

Хĕрÿ ĕç шавĕ çурхи тĕш тырă культурисен уйне куçнă. Вырмара «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Çуртрисене 239 гектар (25,5 процент) вырнă. «Алмаз» обществăра та ĕçсем хĕрсех пыраççĕ, 50 гектар (7 процент) çинчен пухса кĕртнĕ. В. Журавлев, В. Узянов, О. Петров, А. Петров, Ю. Никифоров, Г. Петриков, Е. Ильина ертсе пыракан, «Акра» хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те комбайнсем çаврăмсем тăваççĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, тĕш тырăсен тухăçĕ - 23,6 центнер. «Новый путь» хуçалăх, С. Волков, А.Григорьев хресчен-фермер хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем пысăкрах, тухăç 27,9 - 30 центнерпа танлашать.

Кĕрхи тĕш тырă культурисене акма çĕр хатĕрлессипе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Хуçалăхсем пурĕ 2992 гектар хатĕрленĕ. Уйрăммăн илсен, «Авангард» хуçалăхра 400 гектар, «Новый путь», Г. Исаев хуçалăхĕсенче - 200-шер гектар ытла, «Алмаз» обществăра 200 гектар сухаласа çемçетнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 августа 2016
10:35
Поделиться
;