Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чун-чĕреллĕ вĕрентекен

Ольга Михайловăна таврари ялсенче пурăнакансем пурте лайăх пĕлеççĕ. Вăл манăн Клавдия мăнакăн вăталăх хĕрĕ. 1937 çулта манăн мăнакăмпа Прокопий пĕрлешнĕ. Вăрçă пуçланиччен Полинăпа Василий çуралнă, каярах - Геннадий. Кил хуçи вăрçа каять, çапăçу хирĕнче йывăр аманать, сусăрскер килне таврăнать. Вăл тытăнчăклă калаçатчĕ. 1946 çулта çемьере Ольга хушăнать. Хĕр пĕрчи аталансан Аркадий шăллĕпе Елизавета йăмăкĕ те тупăнаççĕ. Прокопий Михайлович сывлăхне платник ĕçĕпе çыхăнтарса сиплеме пуçлать. Хăй ĕмĕрĕнче çурт-йĕр тума пайтах хутшăннă. Клавдия Егоровна - хăй тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕç, ял çыннисене кĕпе-йĕм çĕлесе паратчĕ. Мăнкун умĕнхи кунсенче ăна çĕнĕ çипуç çĕлеттерекенсем йышлăнччĕ.

Çемье малаллах аталанать. Ольгăн аппăшĕ Полина Прокопьевна, ялти, Мăн Вылăри, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шкулсенче пĕлÿ илнĕскер, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агронома, кайран куçăмсăр майпа Чăваш педагогика институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Ольга та хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă, аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл малтанах Крымзарайккăри вăтам шкулта тăрăшать. Часах комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма та тивĕçет. Хастар çамрăк яваплăха туйсах тăнă. Çамрăксем патне ялсене тухса çÿренĕ, çуран утма та ÿркенмен. Ольга Прокопьевна Ураскилт шкулне ертсе пыни те асрах. Вăл директорта 7 çул вăй хучĕ. Ăна «Çут ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. Медаль, Мухтав, Тав хучĕсем те пур унăн. Ольга Прокопьевна 2002-мĕш çултанпа тивĕçлĕ канура. Çапах та вĕрентекен шутĕнчех-ха. Вăл шкултан вĕренсе тухакансене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме пулăшать. Ырă кăмăллă та сăпайлă, ял-йышпа, тăванĕсемпе туслă çыхăну тытать хисеплĕ, чун-чĕреллĕ вĕрентекен.

Владимир ЕГОРОВ,

Шураç ялĕнчи ĕç ветеранĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2016
09:37
Поделиться
;