Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕри вилнĕ, 4-ăн суранланнă

Каçхи çул - чĕре çинчи чул, - тесе ахальтен каламаççĕ-тăр. Çул-йĕр ытти чухне те тимлĕх ыйтнăран, каçхине асăрханулăха пушшех те ÿстермелле. Август уйăхĕн 7-мĕшĕнче 21 сехет те 15 минутра «Элĕк-Ишек» автоçул çинче Пĕчĕк Йăлкăш ял çывăхĕнче инкек пулса иртнĕ. ВАЗ-2114 маркăллă автомашинăна тытса пыракан 24-ри çамрăк хирĕç килекен çул çине тухса кайнă. Çавăн чухне ĕнтĕ 48 çулти арçын тытса пыракан ВАЗ-2110 маркăллă машинăпа пырса çапăннă. Аварире суранланнă икĕ теçеткерен иртнĕ çамрăка çийĕнчех Элĕкри тĕп больницăна илсе çитернĕ. Унпа пĕрле салонта пулнă пассажирăн пурнăçĕ инкек вырăнĕнчех татăлнă. Çавăн пекех ВАЗ-2110 маркăллă автомобиль водительне тата икĕ пассажира та медицина учрежденине ăсатнă. Асăннă тĕслĕхпе следстви пырать.

В.ПЕТРОВ,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2016
09:34
Поделиться
;