Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Журналистсем - Элĕк Енре

Çак кунсенче Элĕк районĕнче «Чăваш Ен» Чăваш радио корреспонденчĕсем Ирина Паргеева тата Галина Вастрюкова пулнă. Ирина Паргеева «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн ĕçтешĕсемпе тĕл пулнă, редакци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Галина Вастрюкова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен - Георгий Сергеевпа Николай Ермолаевăн калаçăвĕсене çырса илнĕ.

Журналистсем Асамат ялĕнчи Никифоровсен çемйинче хăнара пулма та ĕлкĕрнĕ. Унсăр пуçне район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Анатолий Прохоровпа, «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» культура учрежденийĕн директорĕпе Раиса Гордеевăпа, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн директорĕпе Зоя Васильевăпа тĕл пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2016
09:33
Поделиться
;