Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Журналистсене тав тунă

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн çыравĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова çак кунсенче лару-тăрупа паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне килти хушма хуçалăхсен - 90, хресчен хуçалăхĕсен, уйрăм предпринимательсен - 90, граждансен коммерцилле мар сад тата пахча пĕрлĕхĕсен - 70, ял хуçалăх организацийĕсен 70 процентне çырса тухнă. Республикăра ĕç йĕркеллĕ пырать. Çапах та Елчĕксем, Элĕксем, Вăрмарсем пуçарулăхпа палăраççĕ.

Эльвира Максимовна палăртнă тăрăх, çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттернĕ чухне саккуна пăсни е çыруçăсем хăйсене кăнттам тыткаланипе кÿренсе çăхав çырнă тĕслĕх ку таранччен пулман. Чăвашстат ертÿçи журналистсене - шанчăклă партнерлăхшăн - уйрăммăн тав тунă. Ку енĕпе Чăваш Республики, Общество çыхăнăвĕсен аталанăвĕн компанийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççейĕн малта пыракан виçĕ регионĕ йышне кĕрет. «Пурнăç çулĕпе» хаçатра та ятарлă рубрикăра çырав ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштаракан материалсем чылай пулчĕç.

Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн çыравĕн «хĕрÿ линийĕ» ĕçлет. Мероприяти вăй илсе пынă май шăнкăравлакан та йышланнă. Ыйтусене Мускав вăхăчĕпе 9-21 сехетсенче, кану кунĕсенче те, тÿлевсĕр йышăнаççĕ. Çакăн пек линие республикăра та йĕркеленĕ: ыйтусене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен (8 352) 39-78-98 номерпе йышăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхсене уйрăммăн суйласа илсе тепĕр хут тухассипе, çырав хучĕсене пачкăлассипе, АС ВСХП программăпа регистрацилессипе, республика шайне çитерессипе ĕçсем пыраççĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи августăн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Çыравăн уйрăм объекчĕн информацине хупнă. Унпа пĕтĕмĕшле кăтартусене йĕркелеме кăна усă кураççĕ. Çыравăн малтанлăха палăртнă кăтартăвĕсем 2017 çулхи 4-мĕш кварталта, юлашки кăтартусем 2018 çулхи 4-мĕш кварталта паллă пулĕç.

Хамăр инф.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2016
09:35
Поделиться
;