Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юсавсăр техникăпа усă курас марччĕ

«Трактор» операци-уйăхлăх августăн 31-мĕшĕччен пырать. Ку хĕрÿ вăхăта хутшăнса час-часах тĕрĕслевре пулатпăр. Çак кунсенче кăна Муркаш районĕнчи патшалăх техника тĕрĕслевĕн аслă инспекторĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пултăмăр. Уйрăм çынсен техникипе те интереслентĕмĕр.

Халĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Чылай çĕрте комбайнсене ĕççине лайăх хатĕрлени палăрчĕ. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, В.Узянов, А.Петров хресчен-фермер хуçалăхĕсене палăртма кăмăллă. Асăннă предприятисенче «уй-хир карапĕсене» техника тĕрĕслевĕ витĕр те кăларнă. Юнашарах - пăшăрхантараканни те. Э.Лебедев, В.Журавлев, С.Кононов, В.Кузьмин хресчен-фермерсем комбайнсене тĕрĕслеттерессине йĕркелемен. Уйрăм çынсен вырмана хутшăнакан техника 26 единица. Çав шутран 18-шне тĕрĕслеттернĕ. Паллă ĕнтĕ, юсавсăр, тĕрĕслеттермен техникăпа усă курма юрамасть. Хăш-пĕр механизаторсем йĕркене пăхăнманни палăрать. Вĕсен пĕрле удостоверени, çул çине тухма ирĕк паракан ытти документсем те пулмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхланмалли хатĕрсем те кирлех.

Техникăпа тивĕçлипе усă курманнисен явап тытма тивет.

Константин МАЙОРОВ,

районти патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2016
09:34
Поделиться
;