Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура мала тухнă

Районти комбайнерсен августăн 1-10-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. «Новый путь» хуçалăхри Лев Николаевич Егоров экипажĕ «Полесье-1218» комбайнпа 1046 тонна тырă çапса тĕшĕлесе пĕрремĕш вырăна тухнине палăртнă. Çак хуçалăхри Вениамин Владимирович Константинов экипажĕ - иккĕмĕшĕ. Вăл «Полесье-1218» комбайнпа 974 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Евгений Николаевич Игнатьев виççĕмĕш вырăнта. Унăн экипажĕ «Дон-1500» комбайнпа 850 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2016
09:37
Поделиться
;