Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрне пулăшни усăллă

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕçленчĕ. Палăртнă тапхăрта кашни инструктор хăйне уйăрса панă участокра хуçалăхсене кĕрсе çырав ирттерчĕ.

Пирĕн районта 3 çырав участокĕ ĕçлерĕ. Кашнийĕнех хăйĕн инструкторĕсем тата вĕсемпе ĕçлекен ертÿçĕсем пулчĕç. 1-мĕш номерлĕ участокра 7 инструктор тăрăшрĕ. И.Елизарова, В.Запасова, Л.Максимова, С.Ефремова, Л.Ивановская, Л.Терентьева, Л.Николаева кунсерен çынсемпе тĕл пулса вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç. Çырав вăхăтĕнче инструкторсем енчен те, çынсем енчен те йĕркене пăсни пулманни вĕсене хавхалантарчĕ. Кашни инструктор çыравăн тĕллевне тĕрĕс уçса пама, çынсен шухăшне хисеплеме тăрăшрĕ. Çырав вăхăтĕнче ĕç кал-кал пынинче ушкăн ертÿçин Людмила Ивановăн тÿпи пысăк пулнине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех районти çырав уполномоченнăйĕн çумĕ Татьяна Анисимова панă сĕнÿ-канаш та инструкторсен ĕçне çăмăллатрĕ. Участокри инструкторсем хушшинче çырав ĕçне пĕрремĕш хут хутшăнакансем те пулчĕç, анчах çумра опытлă ĕçтешĕсем пулни нумай ыйтăва вăхăтра тата чăрмавсăр татса пама пулăшрĕ. Людмила Петровнăпа Татьяна Михайловна çине çыравăн чи яваплă тапхăрĕ лекнине те манмалла мар. Вĕсем кашни инструкторăн ĕçне куçран вĕçертмерĕç, консультацисемпе тĕрĕслевсем ирттерчĕç.

Участокри инструкторсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2016
09:41
Поделиться
;