Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрремĕшсем те шкула хатĕр

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлаççĕ. Районти шкулсем ачасене кĕтсе илме хатĕр ĕнтĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, кĕнекесене, ытти вĕренÿ пособийĕсене кÿрсе килнĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пуçласа 181 ача пĕлÿ илме пуçлĕç. Сăмах май, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 1-мĕш класа каякансен шучĕ ÿснĕ. Вĕсенчен 65-шĕ Элĕкри вăтам шкулта ăс-хакăлне ÿстереççĕ пулсан, ыттисем ялсенчи шкулсене çÿрĕç. Тин çеç пĕлÿ тĕнчине çул хывакан ачасене пысăк опытлă педагогсем вĕрентĕç. Вĕсем пĕлÿ илекен классене ятарлă правилăсемпе нормăсене тĕпе хурса хăтлăх кĕртнĕ, партăсем вырнаçтарнă.

Н.НИКОЛАЕВА,

районти вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2016
09:40
Поделиться
;