Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт хисепĕ те, хакĕ те ÿсрĕ

Паллă ĕнтĕ, çу кунĕсем - сĕт сăвассине ÿстермелли чи лайăх вăхăт. Çавна тĕпе хурса хуçалăхсем ĕнесен продуктивлăхне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем юлашки вăхăтра пĕр кунра кăна пурĕ 12 пин килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Новый путь» хуçалăх кăтартăвĕ пуринчен те лайăхрах - 22,6 килограмм. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри сĕт-çу ферми те тупăшсăр мар. Мăн Вылăсен ĕнисем талăкра 18,6-шар килограмм сĕт антараççĕ. «Авангард» хуçалăх та кăçал ырă улшăну турĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра Кăканар ферминчи ĕнесем куллен 12,9-шар килограмм сĕт панă пулсан, кăçал - 15,2 килограмм.

Сĕте ял хуçалăх предприятийĕсем кăна мар, уйрăм çынсем сутасси те ырă йăла пулса тăчĕ. Сĕт хакĕ ÿссе пыни те ырă пулăм. Ăна килограмне 16 тенкĕпе сутаççĕ.

Раиса ДАНИЛОВА, район администрацийĕн специалисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2016
09:38
Поделиться
;